«Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ схемине ҫӗнетсе тепӗр хут кӑларчӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ Чӑваш Республикин схеми малтанхипе танлаштарсан тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ (ку кӑларӑмра Чӳрекел, Хулаҫырми, Ирҫел, Вӑта Тимӗрҫен, Анат Тимӗрҫен, Клин тата Солнце чӑваш ялӗсене те курма май пур!). Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен тӗплӗхӗсене (центрӗсене) те кӑтартнӑ — ҫапла май ялсене шыраса тупассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр — схемӑра ял ячӗсене чӑвашла ҫеҫ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялсен историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнине, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ пулнине, тата ыт. те.
Чӑваш Республикин схемине «СУМ» электронлӑ лавккара туянма май пулӗ. Хакӗ — 200 тенкӗ. Карттӑн хӑтлавӗ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17 сехетре иртӗ. Пурне те 201-мӗш пӳлӗмре кӗтетпӗр!
Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗнекен Вӑта Тимӗрҫен шкулӗ 175 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Кун пирки пире Николай Кондрашкин пӗлтерет. Шкул юбилейне укҫана нимелле пухса ирттернӗ.
Шкулти акт залӗнче халах лӑк тулли пухӑннӑ. Чи малтанах мухтава тивӗҫлисене тав хучӗсемпе хисепленӗ. Горбунова Н.П. тата Маслова Ф.Н. кӗпернаттӑрӑн хисеп хучӗсене, Казакова Т.П., Краснова И.В., Благороднова С.А., Аппанова Т.В. кӗпернаттӑрӑн тав хучӗсене илнӗ. Пухӑннисем уйрӑммӑн ҫак шкулта вӗрентнӗ учительсен йӑхӗсене ырӑ сӑмахпа аса илнӗ: Ивановсене, Романовсене, Белозеровсене, Семеновсене, Дубовсене, Красновсене, Сарафановсене тата ыттисене те.
Юбилей каҫӗ вырӑнти Николай Кондрашкин ӳнерҫӗн версинажӗпе вӗҫленнӗ. Унта куракансем ӳкерчӗксемпе, кӳлепеллӗ портретсемпе паллашма пултарнӑ. Николай Кондрашкин ҫавра ҫул тултарнӑ шкула хӑй те пуш алӑпа килмен — «Пӗрремӗш вӗрентекенсем» барельеф парнеленӗ. Ӑна ҫуркунне ҫитсен шкул ҫине ҫакӗҫ.
Вӑта Тимӗрҫен шкулне 1840 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫнӑ. 1870 ҫулта кунта пӗрре мар И.Н. Ульянов, И.Я. Яковлев пулнӑ. 1872–1874 ҫулсенче шкулта И.
«Свет из глубины веков — сичӗ ял» кӗнекене эпӗ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ҫичӗ чӑваш ялӗнчен пӗрне — Вӑта Тимӗрҫен ялӗ никӗсленнӗренпе 450 ҫул ҫитнине — халаллатӑп.
Чӑваш — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи кивӗ сӑмахсенчен пӗри. Вӑл чи авалхи тӗнпе ҫыхӑннӑ. 1979 ҫулхи март уйӑхӗнче Лотар Куш журналист нимӗҫсен «Свободный мир» журналӗнче пичетленӗ «Инки на Волге» очеркӗнче чӑвашсене тӗлӗнтерекен япала ҫырнӑччӗ. Имӗш Бразили ӑсчахӗ Любомир Зефиров инк чӗлхинче 170 чӑваш тата 120 инк сӑмахӗсем тупнӑ. Инксен мифологийӗнче «Чӑваш» (Ҫутӑ Турри) сӑмах пур. Ку сӑмах пирӗн ҫӗр ҫине 10 пин ҫул каяллах килнӗ.
Паянхи этнографиллӗ пултарулӑх очеркӗнче эпир Чӗмпӗрти чӑвашсен авалхи тымарсемлӗ «Ҫичӗял» тата унӑн ҫыннисем ҫинчен каласа парасшӑн. Унӑн тымарӗ 450 ҫул каяллахи Атӑлҫи Пӑлхарпах ҫыхӑннӑ. Вӑта Тимӗрҫен, Ирҫел тата Анат Тимӗрҫен, Виҫӗ Улхаш тата Пухтел Тимерсянка тата Чӑнлӑ шывӗсен хӗрринче ларса тухнӑ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» иртрӗҫ. Ӑна облаҫри наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ (председателӗ В.И. Сваев). Мероприятие Мускав, Чӑваш Ен, Самар Ен, Тутарстан хӑнисем килсе ҫитрӗҫ.
Малтанах пухӑннисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, митинг ирттерчӗҫ. Унтан Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче «Яковлев тата хальхи самана» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Л.П. Кураков профессор, академик (Мускав) И.Я. Яковлев гений пулни ҫинчен, ун ятне канонизаци тӑвас пирки каларӗ. Ҫаплах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче И.Я. Яковлев премине туса хурас пирки асӑнчӗ. «Пирӗн хамӑр Вӗрентекенӗмӗре нихҫан та манмалла мар, ун Халалӗпе пурӑнмалла, ун ӗҫӗсене малалла тӑсмалла», — терӗ Лев Пантелеймонович. Тухса калаҫакансем хушшинче «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. И.Я.Яковлев хваттер-музейӗн» директорӗ Н.Литвинова, Н.Краснов профессор (Шупашкар), облаҫри вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ф.Улендеева, ЧР вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ.
Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнисенчен чӗрри пӗр ҫын ҫеҫ юлнӑ. Вӑл Егор Воробьёв, чӑваш, Чанлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче пурӑнать. Егор Терентьевич акан 16-мӗшӗнче 91 ҫул тултарчӗ. Сӑмах май ун амӑшӗ 104 ҫула ҫитсе вилнӗ.
Герой вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче пурӑнать. Вырӑнти хуҫалӑхра бригадир пулнӑ. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Аслӑ Нагаткин ялӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ Е.Т.Воробьёв парнисемшен ирӑклӗ майпа кӗрешессипе ӑмӑрту иртет. Унта кашни ҫул Раҫҫейӗн тӗрле хулисенчен 100 ытла спортсмен килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |